Добавить новость

Маттур чăваш каччи

 

Чăваш Ен каччи Сергей Кузнецов Раççейри спорт туризмĕн пĕрлештернĕ командипе çак кусенче Узбекистанра иртнĕ тĕнче чемпионатне хутшăнса икĕ медальпе килнĕ. Ылтăн тата кĕмĕл наградăсем илнĕ çĕнтерӳçĕпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те тĕл пулчĕ.

Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче 10 спортсмен. Вĕсенчен пĕри – Чăваш Ен каччи, 30 çулхи Сергей Кузнецов. Санкт-Петербургри Андрей Андреев, Белгород облаçĕнчи Дарья Елисеева, Мускав облаçĕнчи Мария Калиновская тăрăшса, яваплăха туйса ăмăртура хăйсене пур енлĕн кăтарнипе Раççей команди мала тухнă. Сергей Кузнецов спорт туризмĕн тĕнче чемпионĕ пулса тăнă. Спорт туризмĕн тепĕр дисциплининче мăшăрланса ăмăртмалла – çуран чупмалли эстафета, унта тĕрлĕ чăрмавсене парăнтармалла. Пирĕн ентеш Андрей Андреевпа старта тухса тĕнче чемпионатĕнчи ăмăртура кĕмĕл медаль илме тивĕçнĕ. Çĕнтерӳçĕсенчен финиша 9 çеккунт каярах çитнĕ.

«Раççей командине ăсталăх енчен никам та çитеймест, пирĕн çав тери вăйлă команда», – тет вăл. Сергей халĕ çитес çул Казахстанра иртекен спорт туризмĕн тĕнче чемпионатне хатĕрленет. Унта та çĕршыв чысне çӳллĕ шайра хӳтĕлесшĕн. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕрпе спортри çитĕнӳсемшĕн паракан стипендишĕн питĕ савăнать. Чăваш Енре спорт туризмĕпе пур енлĕн ăсталăха туптама май пуррине палăртать каччă 

Moscow.media
Музыкальные новости

Новости Белгорода





Все новости Белгорода на сегодня
Губернатор Белгородской области Вячеслав Гладков



Rss.plus

Другие новости Белгорода




Все новости часа на smi24.net

Новости Белгородской области


Moscow.media
Белгород на Ria.city
Новости Крыма на Sevpoisk.ru

Другие города России