Добавить новость

Картишсене юсаççĕ

Чăваш Ен тĕп хулинче картишсене хăтлăх кĕртес ĕç туллин пырать. Кăçал 74 лаптăка илемлетĕç. Юсав ĕçĕсем пур çĕрте те пуçланнă. Вĕсене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме палăртаççĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама 286 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Нухратăн 20 процентне Шупашкар хула хыснинчен уйăрнă, ыттине ресспублика бюджетĕнчен. Картишсене икĕ программăпа ĕçе кĕртеççĕ. АНДРЕЙ ШЕСТАКОВ: «Развитие транспортной системы города Чебоксары» программăпа килĕшӳллĕн, иккĕмĕшĕ «Благоустройство дворовых территорий» и общественных пространств» программăпа ĕçсене пурнăçлатпăр. Пурĕпе 146 нумай хваттерлĕ çурт территоринче пулмалла. Çав шутра 74 территори. Пурĕ пĕрле 62 000 яхăн çын пурăнакан территори ĕнтĕ». Çĕнĕрен сарнă çулсем, такăр тротуарсем. Картишре пĕтĕмпех тĕплĕн юсаççĕ. Юнашар çуртсенче пурăнакансем те тунă ĕçпе савăннине палăртаççĕ. ВЛАДИМИР АЛБУТОВ: «Питĕ кăмăллă, лайăх. Ыйтсан туса параççĕ пире. Маттур рабочисем, лайăх. Килĕшет». Картиш меллĕрех пултăр тесен ĕçе пурнăçланине сăнасах тăмалла. Ку пахалăха та ӳстерĕ, юсава та вăхăтра туса пĕтерме пулăшĕ

Moscow.media
Музыкальные новости

Новости Чебоксар





Все новости Чебоксар на сегодня
Глава Чувашии Олег Николаев



Rss.plus

Другие новости Чебоксар




Все новости часа на smi24.net

Новости Чувашии


Moscow.media
Чебоксары на Ria.city
Новости Крыма на Sevpoisk.ru

Другие города России