Йĕлтĕрпе ăмăртрĕç
Çĕрпӳ районĕнчи Хурăнвар ялĕнче çулсерен йĕлтĕр спортне юратакансем пухăнаççĕ. 12 шкулта вĕренекенсем тата 3 ача садĕнче ăс пухакансем уçă сывлăшра мала тухассипе йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Старта кăçал 150 çын ытла тăнă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкара, Кӳкеç, Красноармейски, Вăрмар, Канаш районĕсенче тата ытти тăрăхра пурăнакансене Çĕрпӳ енĕ кашни çулах йĕлтĕр ăмăртăвне пухать. Сывă пурнăç йĕркине тытакансем ăна хаваслансах кĕтеççĕ. Илья Александров 86 çулта – чи аслă чупуçă, çамрăксенчен кая мар йĕлтĕрпе малалла вирхĕнчĕ. Хăй вăл Виçикасси ялĕнчен. Кунта кашни çулах килме, хутшăнма тăрăшатăп тет. Хурăнвар, Виçикасси шкулĕнчен вĕренсе тухакансем, çывăхри ялсенче пурăнакансем пуçарăвĕпе, тăрăшнипе иртет çак ырă пулăм. Йĕлтĕр йĕрне ял çыннисем хăйсемех хатĕрлеççĕ. Ăмăртăвăн хăйне евĕрлĕхĕ – сунарçă йĕлтĕрĕсемпе чупни. Виççĕмĕш вырăнта кăçал Хурăнварта пурăнакансем. Пайтушсем иккĕмĕш тухма пултарчĕç. Тулпайкассисем – çĕнтерӳçĕсем. Тĕрлĕ ӳсĕмри спортсенсем те, çамрăксем та мала тухассишĕн вăй виçрĕç. Чи пĕлтерĕшли вара эпир кунта пĕрле пухăнса çак ырă йăлана тăсни, туслăх çĕнтерчĕ теççĕ вĕсем хаваслăн пĕр-пĕрне саламласа