Мы в Telegram
Добавить новость
Все города России от А до Я
Россия24.proнепрерывные новости из регионов России 24/7 на русском + новости Москвы и Подмосковья от Moscow.Media и мировые новости от RU24.pro и партнёров в календарном формате (вчера, сегодня и сейчас) совместно с 123ru.net и платформой СМИ24.net по технологии 103 NEWS

Асăрхануллăрах пулмалла

Асăрхануллăрах пулмалла

Раççей Федерацийĕнче 51 хутчен кайăк-кĕшĕк грипĕ, 558 вырăнта уртаракан чир, 116 хутчен сыснасен африка чуми пулнине шута илнĕ. Ку кăçалхи 9 уйăхри кăтарту. Чăваш Енре ку енпе мĕнле лару-тăру пулнине Правительство çуртĕнчи ларура тишкерчĕç.

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 4 тăрăхра уртаракан чир пулнине палăртнă. Пĕр тĕслĕхре тискер чĕрчун, виççĕшĕнче килти выльăх çак амака çаклатнă. Уртаракан чире юлашки хут республикăра юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Канаш районĕнче тупнă. Çĕнĕ Юнтапа ялĕнче пурăнакан хĕрӳ линие килти йытти чирлени пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Тăватă ураллă тусĕ йăшни 5 кун çитнĕ. Уйăх маларах йытăн тилĕпе çыхăну пулнă иккен. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнчен Канаш районĕнче – карантин. Вăл икĕ уйăха тăсăлать. Карантин тапхăрĕнче йытăсене, кушаксене ял тулашне кăлармалла мар. Выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă нимĕнле курав та йĕркелеме юрамасть.

Çĕнĕ Юнтапа ялĕнче пурăнакансен икĕ уйăхлăха тискер чĕрчун тытма сунара каясси, килти выльăх-черлĕхпе çула тухасси пирки манмалла. Республикăри патшалăх ветеринари службин ĕçченĕсем паян чир вучахне пĕтерессипе, амак чир маллалла ан сарăлтăр тесе тăрăшаççĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, килти выльăха уртаракан чиртен вакцинацие тӳлевсĕр тăваççĕ. Чăваш Енре 360 000 пуç выльăха ку енпе укол тунă. Тискер чĕр чун пухăнакан вырăнсене утă уйăхĕнче 26 000 доза апатпа пĕрле эмел хурса панă. Кайăк-кĕшĕк грипĕ ан сарăлтăр тесе те республикăра нумай ĕçлеççĕ. Кăçал 9 уйăхра 5421 кайăк-кĕшĕке тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 5202-шĕ – килтисем. Тĕпчев вĕçен кайăксен грипп çуккине кăтартнă. Раççейре кăçал сыснасен африка чуми пуррине час-час шута илнĕ. Чăваш Республикипе чикĕллĕ регионсенче те ку мура тупса палăртнă. Тутар республикипе Чулхула облаçĕнче ку енпе лару-тăру япăхрах. Çак асăрхануллăрах пулмаллине кăтартать. Патăрьел, Елчĕк, Çĕрпӳ районĕсенчи пысăк комплекссем патĕнче юлашки вăхăтра хир сыснисене курма пулать. Канашлăва хутшăнакансем тискер чĕрчунсен йышне тишкермеллине, кирлĕ пулсан вĕсене чакарассипе мероприятисем ирттермеллине каларĕç. 


В Эжве такси попало в ДТП

«Штрафы не за горами». Пока электросамокатчиков не ловят, но это только пока

Москвичей предупредили об усилении ветра

Губернатор Воробьев: пока рано говорить о том, что будет на месте «Крокуса»

Moscow.media

Раскрыто имя нового посла Финляндии в России

Россию в текущем году ждёт беспрецедентный рост коммунальных тарифов.

«СВЯТОЙ ЛЕНИН» и все правительства могут отменить либо собрать все налоги!

"Этажи": средняя стоимость аренды квартир в России за год выросла на треть

Музыкальные новости

Новости Чувашии


Москва

Baza: со счетов московского монастыря на Ордынке пропали более 26 млн рублей



Полезные советы от партнёров Russia24.pro


Все новости Чувашии на сегодня

Другие новости Чувашии

Частные объявления в Чувашии




Новости от партнёров Russia24.pro


Жизнь

Армяне в Великой Отечественной войне: Иван Георгиевич Магакьян



Все новости часа на 123ru.net

Новости Чебоксар

Москва

В МИД заявили, что ответные санкции РФ повлияют на рыбную отрасль Британии

<

>
Moscow.media <::
:: Чебоксары на Ria.city
Новости Крыма на Sevpoisk.ru

Другие города России

Новости Чувашии

Новости Чувашии


Москва

Армяне в Великой Отечественной войне: Иван Георгиевич Магакьян


Авто в Чувашии


Спорт в Чувашии



Новости тенниса


WTA

Саснович пробилась во второй раунд турнира WTA-1000 в Риме


Здоровье в Чувашии


Экология в Чувашии


Коронавирус в Чувашии


Музыкальные новости


Булат Окуджава

Часовой любви. 100 лет Булату Окуджаве


Власть


Россия