Мобилизацие лекнисен çемйисене пулăшупа тивĕçтереççĕ
Тулли мар мобилизацие лекнисен çемйисене тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерме Чăваш Енре координаци центрĕ йĕркеленĕ, унăн йышне уçăмлатнă. Кун пирки калакан Хушăва республика Пуçлăхĕ алă пуснă. Ĕçлĕ ыйтусене Канаш хулинче ирттернĕ ларура сӳтсе яврĕç. Унта социаллă тытăмра вăй хуракнасем, муниципалитет тата çар комиссариачĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Ларăва ирттерме Канаш хулине ахальтен суйласа илмен. Чукун çул хулинче пурăнакансем мобилизацие лекнисем валли апат-çимĕç пуçтарса парассипе кăтартуллă ĕçленĕ.
Координаци центрĕ тулли мар мобилизацие лекнĕ çемьесен çивĕч ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама кирлĕ. Кашни муниципалиет ĕç-хĕлне çирĕп тĕрĕслесе тăрĕç. Ăна республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов ертсе пырĕ. Çемьесене социаллă пулăшупа тивĕçтерме вырăнти администраци, çар комиссарĕн, больницăн тĕп тухтăрĕсем яваплă. Кунта пухăннисем йывăрлăхсене татса памалли çул-йĕре палăртрĕç. Шăмăршă тăрăхĕнче, сăмахран, координаци канашĕ çумĕнче оперативлă ушкăн йĕркеленĕ. Вĕсем кашни çемье йывăрлăхне вырăна тухса тишкереççĕ.
АЛЕКСАНДР ЧАМЕЕВ: «Çак çемьесене ыйтса пĕлнĕ вăхăтра сиксе тухрĕ пĕр япала. Икĕ ача ашшĕ мобилизаципе кайнă çĕршыва хӳтĕлеме. Çав вăхăтра вĕсмен кил-çуртне газпа ăшăтассипе проблема сиксе тухнă. Çав проблемăна эпир çийĕнчен сӳтсе яврăмăр. Çемьене газпа тивĕçтерме ыйтăва татса патăмăр».
Тулли мар мобилизацие лекнисен ачисене шкулта вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Вĕсем ача садне, кружоксемпе секцисене те тӳлевсĕр çӳреççĕ. Çемьесене юридици пулăшăвĕ те параççĕ. Республика хушăвĕпе килĕшӳллĕн пурĕ çак çемьсем валли вунă ытла çăмăллăх йĕркеленĕ. Тулли мар мобилизацие лекнисене пĕр хутчен тӳлев парасси те пысăк пулăшу.
РЕНАДА ФЁДОРОВА: «Мобилизаципе кайнă граждансене 50 000 тенкĕ укçа тӳлесе тивĕçтереççĕ. Çак укçана тӳлеме пирĕн социаллă хӳтлĕхсенче ĕçлекенсем хатĕр. Вĕсем Ульяновск хулине тухса кайнă. Ульяновскине мобилизаципе кайнă граждансене вĕсем çак укçа тӳлес енĕпе каласа ăнлантараççĕ. Укçа-тенкĕ пĕтĕмпех мобилизацие кайнă çынсен картти çине куçать».
Мобилизацие лекнисене тӳлевпе тивĕçтерессине координаци центрĕнче тăрăшакансем тĕрĕслесех тăрĕç. Эрнесерен çак йышпа тĕл пулма калаçса татăлчĕç.