Чăн-чăн арçын
«Маэстро» – Тăван çĕршыва юратакан паттăрсене халалланă кĕнеке. Ăна пирĕн ентеше Николай Гаврилова халалланă. Патриотла проекта аталантарма кашниех тӳпе хывма пултарать. Унта кам мĕн чухлĕ укçа куçарнине хальхи вăхăтра курса сăнама пулать.
Çавăнпа ятарлă лапама кĕрсе çак пуçарăва пулăшма май пур. 300 экземляр кĕнеке кăларма 990 пин тенкĕ кирлĕ, халĕ 590 пин тенкĕ пухасшăн. Ку кĕнекене редактора вуласа тĕрĕслеме, дизайн туса калăплама май парĕ. Проект авторĕ – Геннадий Ельцов. Николай Федорович Канаш тăрăхĕнчи Янкăлч ялĕнче çуралнă. Шупашкарти 22-мӗш шкула Раҫҫей Геройӗн, герой-авиаторӑн, генерал-лейтенантӑн, Чӑваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннин Николай Гавриловӑн ятне панӑ.