Добавить новость

Лагерь уçасшăн, шкулпа ача сачĕн çуртне çĕклесшĕн

Етĕрне тăрăхĕнче шкулпа ача сачĕн çуртне çĕклесшĕн, Канаш тăрăхĕнче вара лагерь уçасшăн. Çак тата ытти сĕнӳ-ыйтупа Чăваш Енре пурăнакансем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева патне тухрĕç.

Етĕрне тăрăхĕн ертӳлĕхĕ тата унта пурăнакан хастарсем çакнашкал тĕлпулăва пĕрремĕш хут килмеççĕ. 2019-мĕш çултах вĕсен çивĕч ыйту çуралнă. Пĕрçырлан тăрăхĕнче 2 вĕренӳ çурчĕ тата шкул çумĕнче ача сачĕ пур. Вĕсене çӳрекенсене пĕрлештерсе етĕрнесем пĕр çĕнĕ çурт çĕклесшĕн.

НАТАЛЬЯ СТЕПАНОВА: «Вĕсен çурчĕсем кивелнĕ майĕпе эпир малалла çĕнĕ шкул тăвасшăн. Вăл çĕнĕ шкул çĕнĕлле пулĕ тесе шутлатпăр. Программăсене пăхса тухса, хăш программипе каяссине хамăр йышăнатпăр, хăш программине кĕрсе малалла каймаллине куратпăр, пĕлетпĕр, кайран тата тепĕр тĕлпулусенче мĕнле программăпа каяссине калатпăр».

 «Пур ыйтăва та татса пама пулать, енчен те объектсем паташалăхпа халăхшăн пĕлтерĕшлĕ пулсан», – палăртрĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева. Çĕнĕ вĕренӳ çурчĕ пĕр енчен кирлĕ-ха, анчах çулсем иртсен вăл палăк евĕр ан лартăр тесен малашлăха тишкерсе пăхмалла.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Патшалăх пулăшу парать, шкул тума пулать, темте тума пулать ял тăрăхĕнче. Çав вăхăтрах тĕп условисенчен пĕри ĕнтĕ вăл ĕç вырăнĕсем пулмалла. Эпир пурте пĕлетпĕр, ĕç вырăнĕсем пулмасан – çынсем пулмаççĕ. Кайран ачасем те пулмаççĕ унта. Тепре шутлаççĕ те, комплекслă оценка туса килсен тепре тĕл пулса сӳтсе явăпăр çак ыйтусене».

Тĕл пулура Канаш тăрăхĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетекен «Çавал» лагере уçассипе çыхăнну ыйтусене те сӳтсе яврĕç. Кану вырăнĕ унта малтан та пулнă, анчах вăхăт иртнĕ май тĕрлĕ сăлтава пула ĕçлеме чарăннă. Халĕ лагере «иккĕмĕш пурнăç» парас тĕллевпе проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме палăртрĕç.

Moscow.media
Музыкальные новости

Новости Чувашии





Все новости Чувашии на сегодня
Глава Чувашии Олег Николаев



Rss.plus

Другие новости Чувашии




Все новости часа на smi24.net

Новости Чебоксар


Moscow.media
Чебоксары на Ria.city
Новости Крыма на Sevpoisk.ru

Другие города России