Ыйтусене хуравларĕ
Ыйту — хурав. Чăваш Ен ертӳçи эрнекун турĕ эфира тухрĕ, республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Çавăн пекех Правительствăн 2022-мĕш çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, аталану çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ.
Тӳрĕ эфира «ВКонтакте» социаллă сетьре «Олег Николев/Чувашия» тата «Чувашская Республика» ушкăнсенче, çавăн пекех республика ертӳçин телеграмм-каналĕнче курма май пулчĕ.