Добавить новость

Парк пуянланать

Чăваш Енри пур район больници те васкавлă пулăшу машинипе пуянланчĕ. Çакă «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе пурнăçланать. 2025-мĕш çулччен республикăра сыватмăшсенчи пуçламăш звено ĕçне çĕнетме тĕллев лартнă. Ялта медицина пулăшăвĕ паха та тивĕçлĕ пулмалла. Çакна тĕпе хурса районсенче сывлăха çирĕплетмелли çуртсем çĕклеме тата юсама, çĕнĕ хатĕрсемпе васкавлă пулăшу машинисем туянма палăртаççĕ.

Ретĕн-ретĕн ларакан транспорт куçа илĕртет. Пĕлтĕр район сыватмашĕсен паркĕсем 44 çĕнĕ машинăпа пуянланнă пулсан, кăçал тата нумайрах. 48 «Лада-Гранта» уççине тĕп тухтăрсене пачĕç. Çĕнĕ транспорт тухтăрсен мобильлĕ бригадисене васкавлăн çула илсе тухма, килте сипленекенсене эмелсем кӳрсе пама, медицина лабораторийĕсене анализсем леçме май парать. Машина уççине илекенсен йышĕнче Канаш районĕ те пур.

 СЕРГЕЙ ШЕРНЕ: «Пире виççĕ пачĕç. Малтан 4 панă. 7 машина питĕ пулăшуллă. Мĕншĕн тесен пирĕн автопарк питĕ кивелнĕччĕ. Районта 160 ял. Çавăнта вызовпа çитме, неотложкăпа пире питĕ пулăшать». 

Moscow.media
Музыкальные новости

Новости Крыма





Все новости Крыма на сегодня
Глава Крыма Сергей Аксёнов



Rss.plus

Другие новости Крыма




Все новости часа на smi24.net

Новости Симферополя


Moscow.media
Симферополь на Ria.city
Симферополь на Sevpoisk.ru

Другие города России