Ял пурнăçне халалланă конкурса хутшăнаççĕ
Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви «Ялта чи маттурисем» конкурс пуçарнă. Вăл пĕрремĕш хут иртет. Унта ача садне, шкула çӳрекенсем хутшăнма пултараççĕ. Шăпăрлансем халех ăсталăха туптаççĕ, пултарулăх тупăшăвне хатĕрленеççĕ.
Кӳкеçри ача-пăча садне çӳрекенсем тăрăшсах ташă хусканăвĕсене вĕренеççĕ. Чăваш халăх тум-тирне тăхăнни уйрăмах илем кӳрет. Юрăсенче, ташăсенче Чăваш Ен илемĕ, хăйнеевĕрлĕхĕ çинчен илтме, ӳкерчĕксенче вара тăван тăрăхра ӳстерекен улма-çырла, пахча-çимĕçпе паллашма пулать.
НИНА НЕСТЕРОВА: "Пирĕн шкулта нумай çул хушши Хатина Ольга Георгиевна ертсе пынипе ташă ушкăнĕ малалла аталанса пырать. Çак ташă ушкăнĕ тĕрлĕ-тĕрлĕ ушкăнсенче хутшăнса пырать. Ял хуçалăх министерстви ертсе пынипе паянхи куна «Ялта - чи лайăххи» конкурс ирттереççĕ. Тăрăшса хатĕрленеççĕ вĕсем".
Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, çак конкурсăн тĕп тĕллевĕ: ачасене пĕчĕкренех тăван çĕршыва, тăван тăрăха юратма, хисеплеме вĕрентесси. Шăпăрлансен юрă, ташă, ӳкерчĕк витĕр хăйсен кăмăл-туйăмне палăртма май пур. - Эпир чăваш ташши ташлатпăр. Пире çак ташă питĕ килĕшет. Çакăн пек ташша пирĕн асаннесем, кукамайсем ташланă. Çĕнтерӳçĕсене ачасемпе çамрăксен хушшинче иртекен республика шайĕнчи «Ялта чи маттуррисем» пултарулăх форумĕнче чыслама палăртнă