«Хĕвеланăç фрончĕ. Варшава çулĕ»
Тăван çĕpшывăн Аслă вăpçине Чăваш Енрен 208 000 çын хутшăннă. Вĕсенчен 106 000 каялла таврăнайман. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕпe хĕpĕ çĕpшывăн тĕpлĕ кĕтесĕнче тăшманпа çапăçнă. Вăл шутра Калуга облаçĕнче те. Шупашкарта йĕpкеленĕ стрелоксен 139-мĕш дивизийĕ шăпах Десна тăрăхне эшкерсенчен хăтарнă. Caлтаксен паттăрлăхне пуç тайса "Ятсăp căpт" мемориал комплексĕнче асăну хăмине уçрĕç. Пирĕн корреспондент Алексей Зотиков та Калуга тăрăхĕнчен хыпарлать.
16 паттăра çaкăнтах пытарнă. Вĕсем çaк çĕp çинче канлĕх тупнă. Ятсăp сăрта хӳтĕленĕ кашни салтак ятне палăpтнă кунта. Паттăрсен сăнарне чыслăн упраса асра хăварас тесе нумай ĕç тăваççĕ. Авăн уйăxĕн 17-мĕшĕ регионшăн сăваплă кун. 1943-мĕш щулта совет салтакĕсем Калуга облаçне тăшмансенчен хăтарнă.
Чăваш Енри вĕpeнтӳ министрĕ Дмитрий Захаров ку пулăм питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăpтрĕ. Шкул ачисем Тăван çĕpшывшăн Аслă вăрçипе çыхăннă вырăнсенче пулса курни кирек мĕнле кĕнекерен те, фильмран та витĕмлĕрех, хăватлăрах", - терĕ вăл. Астăвăм хăмине уçнипе пĕpлех вăрçă хирĕнче вилнисене тата унăн тертне тӳссе ирттернисене сума суса митинг йĕpкeлерĕç, пĕр минут шăп тăчĕç.
Чăваш делегацийĕ «Пĕр ывăç çĕp» акцие хутшăнса Шупашкарти çap мухтавĕн монумĕнче çинчи тăпрана ятсăp сăpт çине илсе килчĕ. Кунти тăпрана вара Чăваш Ене илсе кайĕç. Ятсăp căртран Чăваш Ен делегацийĕ «Зайцев тăвĕ» çине кайрĕ. Кунта Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнче çyралнă Василий Васильев выртать. Çaк căpта хӳтĕлеce куçне хупнă вăл. Елизавета Васильевна ашшĕне астумасть. Аппăшĕ каласа панă тăрăх кăна пĕлет. Сакăp теçетке урлă каçнă кинемей ашшĕн вилтăпри патĕнче иккĕмĕш хут. Кунта килсен вăл ашшĕпе калаçнăнах туять, чун канлĕхне тупать