Добавить новость

Паян «Шупашкар паттăрĕсем» хоккей командин черетлĕ матч иртет

Паян «Шупашкар паттăрĕсем» хоккей командин черетлĕ матч иртет. Чăваш хоккеисчĕсем «Красноярск çӳлевĕçĕсем» ушкăнпа мала тухассишĕн килте иртекен ăмăртура тупăшаççĕ. Пурĕ унта 5 команда хутшăнать. Вĕсен йышĕнче çавăн пекех «Динамо» Алтай, «Челны», «Кристалл» Саратов. Пăр çинчи хĕрӳ тупăшу мĕнле пынине пирĕн репортёр Регина Кубайкина та сăнать. – Регина, ырă вăхăт тĕлне пултăр. «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче сивĕ мар-и? – Пурне те сывлăх сунатăп. Маргарита, тĕрĕссипе каласан, кунта питĕ вĕри. Кăвар чĕреллĕ, çĕнтерес тĕллевлĕ хоккеистсем мала тухассишĕн тем тума та хатĕр. Мĕнпе интереслĕ çак тупăшу? Раççейре кăшăллă вирус сарăласран асăрханса Роспотребнадзор çынсене йышлă пухма юрамасть тесе палăртнă. Кăна эпир пурте пĕлетпĕр. Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пурне те спорт ăмăртăвĕсене QR-кодпа, ПЦР тестпа кĕртме пуçласшăн. Куратпăр ĕнтĕ, залра çынсем нумаях мар, мĕншĕн тесен билет сутнă чухне те зала 75 процент таран çеç тултармаллине шута илеççĕ. Унсăр пуçне залра ларакансене шахмат йĕркипе вырнаçтараççĕ. Вирус ересрен куракана алăсене шĕвекпе сирпĕтме, маска тăхăнма ыйтаççĕ. Хоккеистсем 100 проценчĕпех сыхлăх шĕвекне яртарнă, вĕсемпе ĕçлекенсем те. Эппин, кăшăллă вирус çаклатасран хăрамалла мар. Пуринпе те сывпуллашатăп. Маргарита, сире малалла сăмах паратăп

Moscow.media
Музыкальные новости

Новости Красноярска





Все новости Красноярска на сегодня
Губернатор Красноярского края Александр Усс



Rss.plus

Другие новости Красноярска




Все новости часа на smi24.net

Новости Красноярского края


Moscow.media
Красноярск на Ria.city
Новости Крыма на Sevpoisk.ru

Другие города России