«Школа-пресс 2023 » конкурса пĕтĕмлетрĕç
Çамрăк журналистсене пĕрлештерекен ăмăрту. Çĕнĕ Шупашкарта «Школа-пресс 2023» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Кăçал унта Чăваш Енри, Камчатка, Краснодар тăрăхĕсенчи, Дагестан Республикинчи тата ытти хула-ялти калем ăстисем хутшăннă. Çырас туртăма кулленех туптакан, çивĕч темăсене хускатма хăраман маттур шкул ачисемпе манăн ĕçтешсем те паллашрĕç.
«Лаша пуласси тихаран паллă», – теççĕ. Ăста журналист пуласси вара «Школа-пресс» конкурса хутшăнакан çамрăксенчен паллă тесе çирĕплетме пулать. Чыслава килнĕ ачасен куçĕсем хавхаланупа «çунаççĕ». Хăйсем мĕн пĕлнине вĕсем ăсталăх лаççисенче каласа кăтартма пултарчĕç. Журналистика тытăмĕнче çитĕнӳсемпе палăракан спикерсем вара кăсăклă статьясем çырас, сăн ӳкерчĕксем тăвас, социаллă тетелсемпе сайтсене йĕркелес ĕçсен вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕç. Вăрмар тăрăхĕнчи Пысăк Енкасси шкулĕн вĕренекенĕсем «Перекресток» хаçат кăларса тăраççĕ. Маттур ачасем «Ял шкулĕн чи лайăх хаçачĕ» номинацире палăрчĕç. Вĕсем пирĕн телекомпанирен ятарлă парнене – медиа-центр ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хатĕрлекен сюжета – тивĕçрĕç.
КСЕНИЯ АФАНАСЬЕВА: «2022-мĕш çулта эпĕ шкул валли видео тума пуçларăм тата фотографисем тăватăп. Шкул хаçачĕ валли эпир кашни мероприятие ӳкеретĕп. Фотограф – маншăн питĕ лайăх ĕç, çак ĕçпе питĕ нумай çынсемпе паллашма пулать тата питĕ нумай вырăнсене кайма пулать».
Чăваш Ен наци телекуравĕн ятарлă парнине Вăрмарти Егоров ячĕллĕ шкулăн тата Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центр вĕренекенĕсем те тивĕçрĕç. «Школа-пресс» проект – шкул çеç мар, вăл практика, аталану», – терĕ Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов. Конкурса хутшăнакансен ĕçĕсене хакланă май тӳресем Раççейре çамрăксен журналистики çӳллĕ шая çĕкленнине палăртрĕç.