Добавить новость

Спорт аэробики енĕпе ăмăртусем иртрĕç

Канмалли кунсенче Шупашкарта спорт аэробики енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Атăлçи тăрăхĕн чемпионачĕпе первенствине Чăваш Ен, Чĕмпĕр, Чулхула, Пермь, Тутарстан тăрăхĕсенчи 340 ытла спортсмен хутшăннă. Вĕсем 3 кун хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартнă. Спортăн илемлĕ тĕсне кăмăллакансемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те паллашрĕ.

 Илĕртӳллĕ кĕлеткеллĕ, çаврăнăçуллă пикесемпе каччăсем ăмăртура 3 ушкăнпа тупăшрĕç: 12-14, 15-17 çултисем тата 18-тан аслăраххисем. Çак яваплă чемпионатра Чăваш Ен чысне 100 ытла спортсмен хӳтĕлерĕ. Вĕсем çулталăк ытла хăйсен ăсталăхне туптанă. Çавăнпа кашниех лайăх кăтартупа палăрма тăрăшрĕ. Аэробика – Чăваш Республикин тĕп спорт тĕсĕсенчен пĕри. Çак енпе регионта пин ытла ачапа çамрăк туслă. Ăста тренерсем тăрăшнипе шăпах пирĕн тăрăхра çĕршыв, тĕнче, Европа чемпионĕсем çитĕнеççĕ. Атăлçи тăрăхĕн ăмăртăвĕнче палăрнисем Раççей чемпионачĕпе первенствине хутшăнма тивĕç пулчĕç. Вĕсем Екатеринбург хулинче пуш уйăхĕн вĕçĕнче иртĕç.

Moscow.media
Музыкальные новости

Новости Перми





Все новости Перми на сегодня
Губернатор Пермского края Дмитрий Махонин



Rss.plus

Другие новости Перми




Все новости часа на smi24.net

Новости Пермского края


Moscow.media
Пермь на Ria.city
Новости Крыма на Sevpoisk.ru

Другие города России