Акатуй уявĕ кĕрлерĕ
Тĕп хуламарти «Амазони» паркра савăнăçлă та мăнаçлă уяв иртрĕ. Чăваш халăхĕн пĕрлехи Акатуйĕ пин-пин çынна уяв лапамне пухрĕ. Ăсталăх лаççисем, ятарлă куравсем, юрă-кĕвĕ кашнине савăнтарчĕ. Уява аякри хăнасем те çитнĕ. Мускав,Чĕмпĕр, Саратов, Самар, Оренбург тăрăхĕсенчен килнĕ пултарулăх ушканĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Акатуйра манăн ĕçтеш Маргарита Мельникова та пулчĕ.