Добавить новость

Яланах асра пулĕ

«Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акцине Раççей Федерацин Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева та хутшăнчĕ. Вăл çичĕ çулти Ярослав Кимовский ĕмĕтне пурнăçларĕ. Пуйăс сасси. «Ярослав, килетĕп, кĕт. Часах сан ĕмĕт пурнăçланĕ», – тенĕ евĕрех туйăнать. Ярослав Кимовский çичĕ çулта анчах пулин те пуйăспа час-час çӳренĕ. Чукун çул тăрăх Раççей тĕп хулине пĕрре кăна мар кайса килнĕ. Пуйăс машинисчĕн пӳлĕмĕнче пулса курас ĕмĕт шăпах вакунта ларса пынă чух çуралнă. Кун пирки Хĕл Мучи патне çырнă. Ун ĕмĕтне шур сухалпа Юр пике пурнăçларĕ. АЛЛА САЛАЕВА: «Паян эпир кăна мар, вокзалри кашни çын асамлăха туйрĕ. Çак вăхăтра аслисем ырăрах пулма, ĕмĕтсем пурнăçлама пултараççĕ. Ачан кăмăлне тултарсан чунра çăмăллăх, савăнăç хуçаланать. Ачасен телейĕнчен хакли нимĕн те çук». Алла Леонидовна Ярослава чăрăш илемлетмелли тетте парнелерĕ. «Вăл яланах ĕмĕт пурнăçланнă куна аса илтерĕ», – терĕ Алла Салаева

Moscow.media
Музыкальные новости

Новости Тульской области





Все новости Тульской области на сегодня
Губернатор Тульской области Алексей Дюмин



Rss.plus

Другие новости Тульской области




Все новости часа на smi24.net

Новости Тулы


Moscow.media
Тула на Ria.city
Новости Крыма на Sevpoisk.ru

Другие города России