Добавить новость

Сурана çĕлемелли — тăван тăрăхри

Ӳт-кĕлеткере – тăван тăрăхра тунă сурана çĕлемелли материал. Чăваш Республикин кардиологи диспансерĕнче Раççейре кăларнă хатĕрсемпе усă кураççĕ. Ют çĕршывра кăларнисенчен вĕсем нимĕнпе те кая мар пулнине палăртаççĕ шур халатлисем. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Кирек мĕнле операцире те çĕвек материалĕсем кирлĕ. Республикăри кардиодиспансерта ку енпе кăлтăк çук. Çĕртме уйăхĕнче кунта Раççейре кăларнă çĕвек материалĕсем çитнĕ. Ак çакна, сăмахран, Мускав облаçĕнче хатĕрленĕ». Тата Пенза, Уфа, Шупашкар та. Çĕлемелли материалсене Чăваш Енре те кăлараççĕ. Эппин, çул çинчи вăхăта ку чылай кĕскетет. Тавара вырăна хăвăрт çитерме нимĕнле чару та çук. НАДЕЖДА ВОРОБЬЕВА: «Раççейре туса кăларнă хатĕрсем хамăрăн тăван иккенне пĕлтерет. Тăван çĕршыв çĕвĕ материалне лайăх чĕркесе хураççĕ. Унпа ĕçлеме пире питĕ килĕшет. Пурте ансат, пурте ăнланмалла, пур çĕртре те вырăс сас паллисем. Хамăр хăнăхнă япаласем. Кун пек материалпа хирурга пама питĕ кăмăллă». Сурана çĕлемелли материалсене малтан ют çĕршывран кӳрсе килнĕ. Халĕ 50 ытла тĕрлĕ хатĕре Раççейрех кăлараççĕ. Кардиологи диспансерĕнче шăпах çавăн чухлĕ çĕлемелли материалпа ĕçлеççĕ. Раççейре кăларнă хатĕрсем çирĕплетнĕ стандартсене тивĕçтереççĕ. Вĕсене ытларах чĕре тата юн тымарĕсем çине операци тунă чухне усă кураççĕ. Алексей Зотиков, Николай Скворцов

Moscow.media
Музыкальные новости

Новости Уфы





Все новости Уфы на сегодня
Глава Башкортостана Радий Хабиров



Rss.plus

Другие новости Уфы




Все новости часа на smi24.net

Новости Башкортостана


Moscow.media
Уфа на Ria.city
Новости Крыма на Sevpoisk.ru

Другие города России